6 мĕш юрă продолжение Великого канона Андрея Критского (с переводом на чувашский язык)
6 мĕш юрă
ИРМОС. Эпĕ пĕтĕм чунтан-вартан ырă кăмăллă Турра тархасларăм та, Вăл мана, çĕр тĕпĕнчи тамăкра тăраканскере, илтрĕ, чунăма пĕтес çĕртен кăларчĕ (2 хут).
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, хам куçăмран юхакан куççульсене Сан умна чăн кăмăлтан кÿретĕп, ăшран хуйхăрса пĕтĕм чĕререн калатăп: эй Турă, эпĕ Сан умăнта çылăха кĕтĕм, хĕрхен мана!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, Дафанпа Авирон пек, эсĕ Турăран писрĕн, ĕнтĕ хăвна çĕр уçăлса çăтса ан ятăр тесе, тамăк тĕпĕнчен йăлăнса: хĕрхенсем! тесе йăлăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, вăйпитти тына пек шухăланса кайса, эсĕ Ефрем пек пултăн: ĕнтĕ ĕçленипе, витĕр курса тăнипе хăвăн ăсна çÿнатлантарса, хир качаки танатаран сыхланнă пек, пурăнăçна сыхласа тăр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, Моисейĕн алли ĕнентертĕр пире, усала тухнă пурăнăçа Турă тасатса шуратма пултарать, ĕнтĕ эсĕ, суранланса пĕтнĕ пулин те, хăвăн шанчăкна пĕтĕмпех ан çухат.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Хĕрлĕ тинĕсри хумсем хупласа Египет çыннисене те, утлă çарĕсене те шыв айне тунă пек, çылăхсенĕн хумĕсем те мана сасартăк хупласа хучĕç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, авалхи Израиль халăхĕ пек, эсĕ суйласа илни те ăслă мар; ăссăрланса, тутла юратса, аскăнлăхпа тăранса пурăннипе эсĕ Турă панă маннăран мала хутăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ Хананейсем пек шухăшланă шухăшсенĕн çăлкуçĕсене шыв тымарлă чултан та мала хутăн; унти ăслăлăх Турă сăмахĕсене, чашăкри шыв пек, кăларса тăрать.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ хуранри сысна ашне, Египетри апата, пушă хирти ăссăр халăх пек, Çÿлти апатран мала хутăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Санăн чуру Моисей, туйипеле чула çапнă чух, Санăн чĕрĕ тăвакан аяк пĕрчи çинчен малтанах пĕлтернĕ, унтан эпир чĕрĕлĕх шывне ĕçетпĕр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, пехиллесе панă çĕре, эсĕ те, Иисус Навин пек, вăл еплине курса пĕл, закон хушни пек туса, унта кĕрсе вырăнаç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Иисус Амалик халăхĕпе вăрçнă пек, чунăм, тăр та ÿт аскăнлăхне хирĕç кай; Гаваон çыннисенни пек чее шухăшусене çĕнтерсе пыр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм! Турă калать: авал кивота Иордан урлă каçарнă пек, эсĕ те иртсе пыракан вăхăта чипер ирттерсе яр, пехиллесе панă çĕре кĕр, тет.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Эсĕ тархасласа чĕнекен Петра васкаса пырса çăлнă, çавăн пек аллуна тăсса, мана та тискер кайăкран хăтар, çылăх тĕпĕнчен кăлар.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем
Эй Патша! Патша Турă Христос!
Эпĕ пĕлетĕп, Эсĕ чарăнса тăмалли лăпкă вырăн; ĕнтĕ васкаса килсе мана тухма çук çылăх тĕпĕнчен, шанчăкăм çук çĕртен хăтар.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан! Эпĕ - Санăн Патша сăнне авалах ÿкернĕ драхма; эй Сăмах Турă, ĕнтĕ Хăвăн умăнтан килекен çуттуна çутса яр, Хăвăн сăнна ÿкернĕскере, шыраса тупсам.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Тăр та, Иисус Навин Амалик халăхне çĕнтернĕ пек, эсĕ те хăвăн ÿтÿ аснине çĕнтерсе тăр, Гаваон çыннисем пек астаракан шухăшсене те яланах аяла туса пыр.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Мария, санăн чуну пек çуннă, эсĕ, аскăнлăх вутне сÿнтересшĕн йĕрсе, темĕн чухлĕ куççулĕ тăкнă, çав куççулĕ тивлетне мана та, хăвăн чуруна, парсам.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй анне! Эсĕ, çĕр çинче пит таса пурăнса, Çÿлти пек асапсăра тухнă; ĕнтĕ хăвна мухтаса юрлакансене асапран хăтарма кĕлтуса тăр.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Андрей атте, эсĕ Критри кĕтÿçĕ, унти архиерей; эсĕ пĕтĕм тĕнчешĕн кĕлтăвакан иккенне пĕлсе, сана йăлăнсах тархаслатăп: çылăх тĕпсĕрлĕхĕнчен кăларсам мана.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Ашшĕ, Ывăлĕ, Святой Сывлăшĕ калаççĕ: Эпĕ ипостаçсемпе уйрăм тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн тăракан Виç-ипостаçлĕ пĕртен-пĕр Турă, теççĕ.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Эй Турă Амăшĕ, пирĕн тĕслĕ пулнă Турă Сан ăшунтан пирĕншĕн çуралнă. Çавна, пурне те пултаракан Турра, тархасла: Эсĕ кĕлтунипе пирĕн айăпсăра тухасчĕ.
Эй Турă, çырлах (3 хут).
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне, халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Кондак, 6-мĕш кĕвĕпе
Эй чунăм, чунăм, тăр, мĕншĕн çывăратăн? Пурăнăç пĕтсе килет, эсĕ хăрамалла пулăн. Ĕнтĕ сыхă тăр: Христос Турă сана хĕрхентĕр, Вăл пур çĕрте те пур, пурне те пултарать.
7-мĕш юрă
ИРМОС. Эй аттемĕрсенĕн Турри, эпир Сан умăнта çылăха кĕтĕмĕр, йĕркесĕр пурăнтăмăр, тĕрĕс мара турăмăр, Эсĕ хушнине туса, тытса тăмарăмăр: ĕнтĕ пĕтĕмпех ан пăрахсам пире (2 хут).
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ çылăха кĕтĕм, йĕркесĕр пурăнтăм, Эсĕ хушнине тумарăм: эпĕ малтанах çылăхпа çуралнă, хам суранăмсем çумне татах сурансем хушрăм.
Эй аттемĕрсенĕн ырă кăмăллă Турри, Хăвах хĕрхенсем мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ Сана, хам Тÿреме, ăшăмри вăрттăн шухăшăмсене те кăларса каласа патăм; ман йăвашлăхăм çине пăхсам, эпĕ хуйхăрнине курсам, хама хам суд тунине тăнласам ĕнтĕ. Эй аттемĕрсенĕн ырă кăмăллă Турри, Хăвах хĕрхенсем мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Авал Саул хăй ашшĕн ашакĕсене çухатнă та, вĕсем çинчен хыпар илнĕ чух, кĕтмен çĕртенех патшалăх та илнĕ; эй чунăм, асту ĕнтĕ: выльăх шухăшлă пулса кайса, Христос Патшалăхĕ çинчен ан ман.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Турă ашшĕ Давид ĕлĕк пысăк çылăха кĕнĕ: вăл аскăнлăхпа ухă тăрăннă пек суранланнă, çынна вĕлерттернĕшĕн хаярлăхăн сăнни ăна çĕмĕрнĕ; эй чунăм, анчах эсĕ тата йывăртарах ĕçпе, ху кăмăлна килекен шухăшусемпе асапланса хĕн куратăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Давид ĕлĕк, çынна вĕлернипе аскăн ĕç туса, йĕркесĕр ĕç çумне йеркесĕр ĕç хушнă, анчах вăл часах пит хытă ÿкĕннĕ. Эй киревсĕр чунăм, ху пит пысăк çылăхсем тунă пулин те, эсĕ Турă умĕнче ÿкĕнмерĕн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Давид ĕлĕк, картина ÿкерсе кăтартнă пек, пĕр юрă çырнă; çав юрăра вăл, хăй çылăха кĕрсе тунă ĕçне питлесе, çапла каланă: хĕрхенсем мана, эпĕ Сан умăнта, пуринĕн те пĕртен-пĕр Турри умĕнче, çылăха кĕтĕм, Хăвах тасатсам мана, тенĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Закон арчи урапа çинче пынă чух, вăкăрĕ аяккалла пăрăнсан, пĕр Оза ятлăскер закон арчине тĕртĕнсенех Турă хаярне курнă: эй чунăм, ун пек хăюллă пуласран сыхлан, таса япаласене ырă кăмăлтан хисепле.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эсĕ Авессалом çинчен илтнĕ, епле вăл тĕнче йĕркине хирĕç кайнă; вăл йĕрĕнчĕк тунине пĕлетĕн, çапла вăл хăй ашшийĕн Давидăн вырăнне вараланă; анчах эсĕ ху та, чунăм, аскăнланса киленме юратни хыççăн кайрăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ хăвăн ирĕклĕ тăракан аслăлăхна ÿт аллине панă, эсĕ тепĕр Ахитофел пек тăшман тĕлне пулса, вăл ăс пани хыççăн кайрăн; анчах сана пĕтĕмпех çăласшăн Ахитофел вĕрентнине Христос Хăй пăрахăçа кăларнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Чаплă Соломон, ăс-хакăлĕ нумай пулнăскер, авал Турă умĕнче усал ĕç тунă та, Унран сивĕннĕ. Эй чунăм, анчах эсĕ ху та ылхана тивĕçлĕ пурăнуçупа ун майлă пултăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Аскăнлăх астарнă хыççăн кайса, вăл Соломон ирсĕре тухнă. Ах, хуйхă-çке! Ăслăлăхшăн тăрăшаканскер ялташка арăмсене юратакан пулнă, Турра пăрахнă.
Эй чунăм, ирсĕр аскăнлăх хыççăн кайса, ăсупала ун пек пултăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ ватă çын ăс панине итлемен Ровоам пек тата авал хирĕç тăракан усал чура Иеровоам пек пултăн, вĕсем пек пулма пăрах, Турра тархасла: çылăха кĕтĕм, хĕрхенсем мана, тесе йăлăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ, Манассия пек, çылăхусене ху ирĕкÿпе туса нумайлатрăн, ирсĕр кĕлеткесем вырăнне эсĕ аскăн шухăшусене хисепе кăлартăн, йĕрĕнчĕк япаласем нумай турăн; ĕнтĕ, Манассия пек, ăшă кăмăлпа ÿкĕнсе кăмăлна çемçет.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, хуйхă-çке мана!
Эсĕ Ахав пек пур ирсĕре туса пурăнтăн, эсĕ ÿт ирсĕрлĕхĕ тăракан вырăн пултăн; ĕнтĕ пĕтĕм ăшунтан хуйхăрса Турра хăвăн çылăхусем çинчен каласа кăтарт.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, авал Ахав патша Фесвит Илия каланине итлемен те, пĕлĕт хупăннă, çавăн пек саншăн та пĕлĕт хупăнса тăрать. Ĕнтĕ Сарептăри тăлăх арăм пек пул, пророк чунне тăрантарса усра.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, авал Илия Ахава питлесшĕн Иезавелĕн çыннисене, йĕрĕнчĕкскерĕн пророкĕсене, икĕ хутчен аллăшар çын çунтара-çунтара янă; ĕнтĕ эсĕ те, вĕсем пек, иккĕшĕн пек, пуласран тарса çÿре, чăтăмлă, çирĕп пул.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Вăранакан çыннăн тĕлĕкĕ çухалнă пек, ман кун-çулăмсем çухалса иртсе кайрĕç; çавăнпа та ĕнтĕ эпĕ, Езекия пек, хам вырăнăм çинче йĕретĕп: манăн пурăнас кун-çулăмсем вăрăма кайччăрччĕ, тетĕп.
Эй чунăм, анчах сан патна пуринĕн те Турри Хăй пымасан, Исаия мĕнле килсе тăтăр?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Патша Турă!
Эпĕ Сана ÿксе пуççапатăп, куççулĕ вырăнне Сан умăнта çак сăмахсене калатăп: эпĕ çылăха кĕнĕ пек аскăн арăм та çылăха кĕмен, эпĕ çĕр çинче урăх никам туман йĕркесĕр ĕçсем туса пурăнтăм; çапах та ĕнтĕ, Ху пултарнине хĕрхенсе, мана Ху патна чĕнсе ил.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Хама, Санăн сăнлă пулнăскере, çĕре пытартăм, Санăн сăмахна пăсрăм; пĕтĕм ырă илем манăн тĕксĕмленнĕ, çуттăм та манăн аскăнлăхпа сÿнсе ларнă; эй Çăлакан, хĕрхенсем мана. Давид каларăшле, савăнăçна тавăрса пар мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм! каялла тавăрăн, ÿкĕн, ăшунтине уçса кăтарт, пурне те пĕлекен Турра çапла кала: эй Çăлакан, манăн ăшрине пĕр Эсĕ анчах пĕлетĕн, ĕнтĕ Давид каланă пек, Хăвăн ырлăхупа Хăвах хĕрхенсем мана, тесе кала.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эсĕ Туррăн чăн Таса Амăшне чĕнсе тархасланă та, чăн малтан усал шухăшсем хаярланса асса кайнине чарса хунă, вара астаракан тăшмана намăса хăварнă; халĕ ĕнтĕ мана, хăвăн чуруна, хурлăхра пулăшса тăр.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй таса пурăнăçлă Мария!
Хăвăн чурусемшĕн халĕ Христос Турра тархасла, Вăл пуриншĕн те хĕрхенекен кăмăллă пулинччĕ, Хăйне пуççапаканĕсенĕн канлĕ пурăнăçне упраса тăринччĕ: эсĕ Ăна юратса, Уншăн тĕмсĕлсе пурăннă, хăвăн ÿтне те Уншăн чурана кăларнă.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Андрей атте, сана кĕлтăватăп: эсĕ мана чул çине çырнă йĕрки çинчен тĕрĕс шухăшлаттар; Турăран хăраса тăмалла тусам.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Виç-ипостаçлĕ Турра Хăй тĕллĕн тăракан, уйăрăлми, пĕр хальлĕн, пĕр хевтеллĕ Виç-ипостаçлĕ Турă тесе мухтаса юрлаççĕ; çутăсем пек, çутă пек, виçĕ Святойлă пĕр Святой.
Эй чунăм, эсĕ те ĕнтĕ Пурăнăç Паракана, Пурăнăç Паракансене, пуринĕн те Туррине аслăласа мухта.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Эй Турă Амăшĕ, эпир Сана мухтаса юрлатпăр, аслăлатпăр, пуççапатпăр: Эсĕ Виç-ипостаçлĕ Турăран Пĕрне, Христос Турра, çуратнă, вара пире, çĕр çинче пурăнакансене, Пĕлĕт çинчене уçса панă.
8 мĕш юрă
ИРМОС. Пур чун та, пур япала та, Турра ĕмĕр-ĕмĕрех мухтаса юрлăр, аслăласа тăрăр, Ăна Çÿлти çарсем мухтаса тăраççĕ.
Ун умĕнче Херувимсемпе Серафимсем те чĕтĕресе тăраççĕ (2 хут).
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, хĕрхенсем мана, çылăхлă çынна, ман ăсăма ÿкĕнме вĕрентсем; мана, ÿкĕнекенскере, хапăл тусам; мана, Хăвна йăлăнаканскере, хĕрхенсем; Сан умăнта çылăха кĕтĕм, çăл мана; йĕркерен тухса пурăнтăм, каçар мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Илия, ырă ĕçсем туса, урапа çине ларнă пек Çÿле çĕкленнĕ; ĕлĕк урапапа çĕр çинчисенчен пуринчен те Çÿле çĕкленсе кайнă. Эй чунăм, вăл Çÿле çĕкленсе кайни çинчен шахăшла ĕнтĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Авал Елисей Илиян ырăлăхĕпе пĕрле Турăран пысăк тивлет илнĕ. Эй чунăм, чăтăмлăху çук пирки эсĕ çав тивлете илеймерĕн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Елисей ĕлĕк Илиян ырăлăхĕ пулăшнипе Иорданăн юхăм шывне икĕ еннелле уйăрса тăратнă. Эй чунăм, чăтăмлăху çук пирки эсĕ çав тивлете илеймерĕн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Сонам арăмĕ пĕрре сăваплă çынна вашават пăхса хăна тунă.
Эй чунăм, эсĕ хăвăн кил-çуртна ютри çынна та, çул çÿрене те кĕртмерĕн; çавăншăн ĕнтĕ сана хăвна та ырăлăх çуртĕнчен макăртса кăларса пăрахĕç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, эсĕ яланах Гиезийĕн ырă мар ăсĕпе çÿрерĕн; ун пек укçа шухăшне ват кунлăхра та пулин пăрах ĕнтĕ, усал ĕçÿсене пăрахса тамăк вутĕнчен хăтăл.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ Озия пек хăтлантăн, çавăнпа ытлашшипех юхан-суранлă пултăн: эсĕ кирлĕ марри çинчен шухăшлатăн, йĕркесĕр ĕçсем те тăватăн. Ĕнтĕ хăвăн мĕн пуррине пăрах та ÿкĕнме кил.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, çĕтĕк-çатăк тумтирсем тăхăнса, кĕл сапса Турă умĕнче ÿкĕннĕ Ниневия халăхĕ çинчен эсĕ илтнĕ; эсĕ вĕсем пек пуласшăн пулмарăн, эсĕ законран малтан та, законран кайран та çылăха кĕнисенчен усал пултăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ Иеремия çинчен илтнĕ, вăл пылчăклă шăтăкра йĕре-йĕре Сион хулине тархасланă, макăрма куççулĕ шыранă; унăн хурлăхлă пурăнăçĕпе пурăнма тытăн, вара çăлăнăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ниневия çыннисем Турă енне çавăрăнассине пĕлсе, Иона Фарсиса тарнă: вăл, пророк пулнă тăрăх, Турă хĕрхенессине пĕлнĕ; тата вăл, пророк калани суяна ан тухтăрччĕ тесе, пикенсех çунса тăнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, Даниил шăтăкра арăслан çăварĕсене хупса хунине эсĕ илтнĕ тата ачасем Азарияпа пĕрле Турра ĕненсе хĕмленекен вут çÿлăмне сÿнтернине илтнĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, сана ăса кĕртме авалхи саманара пурăннисене пурне те асна илтертĕм, ĕнтĕ сăваплă çынсем Турра юрăхлă тунă ĕçсене тума пикен, усал çынсем çылăха кĕнинчен пуринчен те пăрăнса çÿре.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан тĕрĕс Тÿре!
Мана вутран, асапран хĕрхенсе хăтар; эпĕ судра тивĕçллипе вăл асапа кĕмелле; мана виличчен малтан ырă ĕçсем тутарса, çылăхран ÿкĕнтерсе каçар.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ вăрă-хурах пек калатăп: асна ил мана, тетĕп; Петр пек эпĕ хытă йĕретĕп; мытарь пек йăлăнатăп; хĕрхен мана, аскăн арăм пек, куççулĕ тăкатăп, ĕлĕк Хананей арăмĕ йĕнине илтнĕ пек, эпĕ хурланса йĕнине те хапăл ил.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, пĕртен-пĕр Эмелçĕ!
Манăн мĕскĕн чунăм çĕрсе кайнине тÿрлет; мана сиплекеннине çыпăçтар, эрехпе, çупа сĕр: вĕсем - ÿкĕнсе тунă ĕçсем, çемçелнĕ кăмăлпа йĕнĕ куççулĕсем.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ, Хананей арăмĕ пек, Давид Ывăлне чĕнсе: хĕрхен мана, тетĕп; юн юхан арăм пек, Унăн тумтирĕ арки вĕçне сĕртĕнетĕп; Марфăпа Мария Лазарьшĕн макăрнă пек, макăратăп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Сан пуçу çине савăтран миро юхтарнă пек, эпĕ хам куççулĕме тăкатăп, ырăлăх шыракан аскăн арăм пек, эпĕ те Сана тархаслатăп: Сан умăнта кĕлтăватăп, эпĕ те каçару ыйтнине тăнласа ил, тетĕп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан ырă кăмăллă Турă, Сан умăнта ман пек никам та çылăха кĕмен, çапах та ĕнтĕ мана хапăл ил: эпĕ çылăхран хăраса ÿкĕнетĕп, Сана юратса калатăп: пĕр Сан умăнта çылăха кĕтĕм; эй хĕрхенекен кăмăлла Турă, хĕрхенсем мана! тетĕп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Ху пултарнăскере хĕрхен; çÿхалнăскере кĕтÿçĕ пек шыраса туп; аташса кайнăскере малта ертсе пыр, кашкăртан туртса ил, Хăвăн сурăхусем çÿрекен çĕрти путек пек йышăн мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Эсĕ Хăвăн хĕрхенекен кăмăлупа Тÿре пулса ларсан, Хăвăн хăрушă аслăлăхна пĕтĕмпе палăртсан, епле хăрушă пулĕ ун чухне! Санăн хăрушă суду умĕнче пурте чĕтресе тăнă чух, кăмаки çунса тăрĕ.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Мария! Сана Анса Ларми Çуттăн Амăшĕ çутăлтарса усал аскăнлăхран хăтарнă; ĕнтĕ хăвна чунтан мухтаса юрлакансене Сывлăшран тивлет илсе çутăлтар.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй анне, санăн чăн-чăнах хăватлă çĕнĕ ĕçне курсан, чаплă Зосима тĕлĕнсе кайнă: вăл чăннипех Ангела курнă, вара пит тĕлĕнсе кайса, Христоса ĕмĕр-ĕмĕрех аслăласа мухтанă.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Критри пысăк та мухтавлă Андрей, эсĕ Турă умĕнче хăюллă тăратăн. Сана эпĕ: «Вĕрентекен, таса пурăнăçлă çынсенĕн илемĕ», тесе тархаслатăп: хăвăн кĕллÿпе ман хута кĕрсем; эпĕ те çылăх çыххинчен салтăнса халĕ ирĕке тухам.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Эй ĕмĕртен малтанхи Атте Турă, ĕмĕртен малтанхи Ывăл Турă, чуна лайăх лăплантаракан Тÿрĕ Сывлăш; эй Сăмах Туррăн Ашшĕ, эй Атте Туррăн ĕмĕртен малтанхи Сăмахĕ, эй пурне те пултаракан, чĕрĕ тăвакан Сывлăш, эй пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă, каçар мана.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Эй чăн Таса Хĕр, тĕлĕнмелле хĕрлĕ тумтир - Эммануилăн ÿчĕ, çара хĕрлĕрен тĕртсе тунă тумтир пек, Сан ăшунта пулса тăнă; çавăнпа Сана тĕрĕссипех Турă Амăшĕ тесе хисеплетпĕр.
9 мĕш юрă
ИРМОС. Арсăр Ача çуралнине ăнласа илме çук; упăшкасăр Аманăн Ачи вилĕмсĕр пулнă; Турă çуралнипе этем йăхĕ çĕнелнĕ. Çавăнпа эпир, пур тĕрлĕ халăхсем те, Сана: Турă суйласа илнипе Ама пулнă Хĕр, тесе тĕрĕссипех аслăлатпăр (2 хут).
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ăсăм сиенлĕ, ÿтĕм халсăр, чунăм хуйхăллă, сăмах хăватсăра тухрĕ, пурăнăнăçăм пĕтрĕ; вилĕм алăк умĕнчех.
Эй мĕскĕн чунăм, Тÿре санăн ĕçÿсене тĕпчеме килсен, мĕн тăвăн ĕнтĕ эсĕ?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, тĕнчене пултарни çинчен Моисей каласа панине эпĕ сана каласа патăм, унтан тата Çырура таса çынсемпе ырă мар çынсем каланисене те пурне те каласа кăтартрăм: анчах эсĕ, чунăм, ыррисем пек пулмарăн, усаллисем пек пултăн, Турра итлемесĕр çылăха кĕтĕн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Закон саншăн хăватсăра тухрĕ, Евангели те ним тăваймасть, пĕтĕм Çырăва эсĕ ним вырăнне хумарăн; пророксемпе, сăваплă çынсем калани те пурте ахалех пулчĕ. Эй чунăм, сана сыватакан çук: санăн суранусем ĕнтĕ нумайланса кайрĕç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эпĕ сана ÿкĕнтересшĕн Çĕнĕ Сăмахра каланисене каласа кăтартăп: ĕнтĕ эсĕ сăваплă çынсем пек пулма пикен, çылăхлă çынсенчен пăрăн: кĕлтуса, типĕ тытса, таса, айăпсăр пулса Христос кăмăлне çавăр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Христос Этем пулнă; Вăл вăрă-хурахсене, çылăхлă арăмсене çылăхсенчен ÿкĕнме чĕннĕ. Эй чунăм, ÿкĕн ĕнтĕ, Патшалăха кĕмелли алăк уçă тăрать; унта фарисейсем, мытарьсем, аскăн ĕç тăвакансем, çылăхĕсенчен ÿкĕнсе, пĕрин хыççăн тепри кĕреççĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Христос ÿтленсе, манпа пĕр пулса, Этем пулнă, Хăй ирĕкĕпе Вăл этем тăвакан ĕçе, çылăхран пуçне, пурне те тунă; çапла, чунăм, Вăл сана епле майпа, епле хĕрхенекен кăмăллă пулмаллине кăтартнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Христос çăлтăрçăсене çăлнă, кĕтÿçĕсене Хăй патне чĕнсе илнĕ, темĕн чухлĕ ачасене асап курса мухтава тухмалла тунă, сăваплă мучипе ватăлса кайнă тăлăх арăма мухтава кăларнă; эй чунăм, эсĕ вĕсем тунă пек, вĕсем пурăннă пек тăвасшăн пулмарăн; ĕнтĕ хăвна суд тунă чух хуйхă пулĕ сана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Христос Турă Хăйĕн этемлĕхĕпе пушă хирте хĕрĕх кун ĕçмесĕр-çимесĕр пурăнсан кайран, Хăйĕн этемлĕхне палăртса, Вăл выçнăран çиесшĕн пулнă.
Эй чунăм, ху çине тăшман тăрсан, ан хуйхăр, ăна хăвăн уру патĕнчен типĕ тытса кĕлтунипе сирсе тăр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Христоса усал сăнанă; шуйттан ăна чулсем çине кăтартса, вĕсем çăкăр пулччăр тесе сăнанă; тата куçа мăч хупса илнĕ хушăра пĕтĕм тĕнчери патшалăхсене кăтартма ту тăрне илсе хăпарнă; ĕнтĕ, чунăм, лекесрен хăра, сыхă тăр, Турра яланах кĕлту.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Пушă хире юратакан улатăпа, чĕнекен сасă, Христосăн çути, сасă кăларса: ÿкĕнĕр, тесе вĕрентнĕ; Иродĕ Иродиадăпа асса пурăннă; эй чунăм, асăрхан ĕнтĕ, санăн та усал танатине çакланмалла ан пултăр, - çылăхран ÿкĕнме юрат.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Тивлет умĕнхи Иоанн пушă хирте пурăннă. Пĕтĕм Иудеяран, пĕтĕм Самарияран ун патне итлеме çÿренĕ, чунтан шыва кĕрсе хăйсен çылăхĕсене каласа панă. Эсĕ, чунăм, вĕсем пек пулма тăрăшмарăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Мăшăрланни ырă, вара вырăн та айăпсăр: авал вĕсене Христос Хăй пилленĕ; Кана хулинче ÿчĕпе апат çисе, шывран эрех хатĕрлесе малтанхи тĕлĕнмелле ĕçне тунă; эй чунăм, ăна сана ырăланма тунă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Христос хăр суранлă çынна, тĕреклĕлетсе, вырăнне йăттарнă; тăлăх арăмăн вилнĕ ывăлне, çамрăкскере, чĕртсе тăратнă; çĕр çын пуçлăхĕн чурине сыватнă; Хăй Камне Самария арăмне пĕлтерсе, сана, чунăм, Турра сывлăшпа кĕлтумалине çинчен кăтартса панă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, сана çăлăнмашкăн Турă юн юханлă арăма сĕртĕннипех сыватнă, юхан-суранлă çынсене тасатнă, суккăрсене, уксахсене çутăлтарса тÿрлетнĕ, чĕлхесĕрсене, асат хуçнисене сăмахĕпех сыватнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Сăмах Турă Христос, чирлĕ çынсене сыватнă, юрлисене ырă хыпар каланă, çĕмĕрĕлнисене тÿрлетнĕ, мытрьсемпе пĕрле апат çинĕ, çылăхлисемпе калаçнă, Иаирĕн чунĕ тухса кайнă хĕрне аллипе сĕртĕнсех чĕртсе тăратнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Мытарь те çăлăннă, аскăн арăм тасана тухнă, мухтанакан фарисей айăпа юлнă; пĕри: хĕрхенсем мана, тенĕ; тепри: каçар мана, тенĕ; кайранхийĕ: эй Турă, тавтапуç Сана, тенĕ, ытти кирлĕ мар сăмах та нумай каланă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Закхей мытарь пулнă, çапах та вăл çăлăннă; Симон фарисей улталаннă; аскăн арăм çылăхсене каçарма Пултараканран хăйĕн çылăхĕсене илтерсе каççарттарнă; эй чунăм, эсĕ те ун пек пулма пикен.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, эсĕ аскăн арăм тунă пек тăвасшăн пулмарăн: вăл пĕр савăт миро çăвĕ илнĕ те, Çăлаканăн урисене йĕре-йĕре сĕрсе, çÿçĕсемпе шăлса типĕтнĕ; унăн ĕлĕкхи çылăхĕсене çырнă çырăва Çăлакан çурса пăрахнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ пĕлетĕн: Христос Евангели çинчен вĕрентсе çÿренĕ хуласене епле ылханнă; ĕнтĕ çакăнтан хăраса тăр, санăн та вĕсем пек пулмалла ан пултăр; Патша Турă вĕсене, Содом хулисем пек тесе, тамăка каймалла суд туса хунă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, ĕмĕтÿнтен татăлса, эсĕ Хананей арăмĕнчен каярах ан пул, вăл ĕненÿ çинчен каланине илтнĕ, вара унăн хĕрĕ Турă каланипех чĕрĕлнĕ; ĕнтĕ, çав арăм пек, эсĕ пĕтĕм чĕрÿпе Христоса йăлăнса тархасла: эй Давид Ывăлĕ, çăл мана! тесе кала.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Давид Ывăлĕ, хĕрхенсе çăлсам мана! Эй усал ернĕ çынсене пĕр сăмахпа Сыватакан, хĕрхен мана!
Вăрă-хураха каланă пек, мана та ырă сас кăларса кала: чăн калатăп сана, Хам мухтава тухса килсен, Манпала пĕрле райра пулăн, тесемччĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Пĕр вăрă-хурахĕ Сана мăшкăлланă, тепĕр вăрă-хурахĕ Сана Турă тенĕ, икккĕшĕ те вĕсем Санпа хĕрес çинче çакăнса тăнă; эй пит хĕрхенекен Турă, Эсĕ, Турă иккенне пĕлсе ĕненнĕ вăрă-хураха рай алăкне уçса панă пек, мана та Хăвăн мухтавлă Патшалăхун алăкне уçса пар.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Иисус, Сана хĕрес çине пăталанине курсан пур япала та чĕтĕресе кайнă, тусем, чулсем сехре хăпнипе çурăла-çурăла кайнă, çĕр чĕтĕресе тăнă, тамăк çаралса юлнă, Эсĕ ÿтÿпеле пăталанса тăнине курсан тăрă кун çути те тĕттĕмленсе ларнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй пĕртен-пĕр Çăлакан! Çылăхран ÿкĕнсе тума тивĕçлĕ ырă ĕçсене манран ан шыра, манăн вăйăм пĕтсе çитрĕ; мана яланах çылăхран ÿкĕнекен чĕре пар, мĕскĕн кăмăл пар; эпĕ Сана ырă парне вырăнне çавсене парам.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мана Суд Тăвакан, мана сăнаса Тăракан! Пĕтĕм тĕнчене суд тума Эсĕ Хăвăн Ангелусемпе татах килмелле; эй Иисус, ун чухне вара ман çине ăшă куçупа пăхса хĕрхен мана, пĕтĕм этем йăхĕнчен те ытла çылăха кĕнĕскершĕн ырă кăмăллă пул.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Мария, эсĕ, ÿтсĕр пек пурăнса, этемлĕх йĕркинчен тухса, тĕлĕнмелле пурăннă пурăнăçупа Ангел ушкăнĕсене те, этем йăхĕсене те, пурне тĕлĕнтернĕ, - çавăнпа Эсĕ, ÿтсĕр пулнă пек, Иордан урлă урусемпе утсах каçса кайнă.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй таса пурăнăçлă Аннемĕр, Туррăн хĕрхенекен кăмăлне Хăвна мухтакан çыннусем енне çавăрсам, эпир хамăр çине пур енчен те килекен хаярлăхран, хуйхă-суйхăран хăтăлмалла пулар, - эпир çав инкен-синкексенчен хăтăлсан Сана мухтава кăларакан Турра пĕрмай мухтаса тăрăпăр.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Крита пăхса пурăннă хисеплеме тĕрĕс тивĕçлĕ Андрей!
Хăвна мухтаса юрлакансемшĕн кĕлтума ан чарăн; эпир пурсăмăр та, санăн ятна чунтан хисеплекенсем, хаяр-хатартан, пĕтесрен, хисепсĕр çылăха кĕресрен хăтăлар.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Ашшĕне мухтар, Ывăлне аслăлар, Сывлăш Турра тĕрĕс ĕненсе пуççапар: Вăл пĕртен-пĕр уйăрăлми Виç-ипостаçлĕ Турă; Вăл Çутă та, Çутăсем те; Пурăнăç та, Пурăнăçсем те; Вăл чĕрĕ тăвакан, пĕтĕм тĕнчене вĕçĕ-хĕррипех çутатакан Турă.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Эй Туррăн чăн Таса Амăшĕ, Хăвăн çĕршывна сыхласа усра, вăл Санăн хÿтлĕхунте Чăн тĕнпе чаплă тăрать, Санран хăват илет, Эсĕ пулăшнипе пур инкен-синкеке хăватлă çĕнтерет, тăшмансене тыткăна илет, вĕсене пăхăнтарса тăрать.
Фотогалерея: