Храм Новомученников и Исповедников Российских Чебоксарско-Чувашская епархия. Московский патриархат.
По благословению митрополита Чебоксарского и Чувашского Варнавы.
Храм Новомучеников и Исповедников Российских
Добро пожаловать!
Наш адрес: 428031, г. Чебоксары, пр. Тракторостроителей, д.4
Тел./факс: (8352) 54-75-90
Сайт:    http://www.hnir.ru
E-mail:  mail@hnir.ru

карта сайта

     
   
 

Великий канон Андрея Критского (с переводом на чувашский язык)


АСЛĂ КАНОН

(Малтан пуçласа вĕçне çитиех 6-мĕш кĕвĕпе)

АСЛĂ ТИППĔН 5-МĔШ ЭРНИ

Кĕçнерникун

1-мĕш юрă

ИРМОС. Мана Пулăшакан, мана Витсе Тăракан мана çăлма килчĕ; Вăл - манăн Туррăм, Ăна мухтам; Вăл - ман аттемĕн Турри, Ăна аслăлам: Вăл чаплă мухтава тухрĕ (2 хут).


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Христос, мĕскĕн пурăнăçăмри ĕçĕмсем пирки хăшĕншĕн малтан хурланса йĕрем-ши? Халĕ хурланма тытăннине епле пуçласа ярам-ши?

Ĕнтĕ Ху ырă кăмăллă тăрăх, çылăхсене каçарма пар мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм! ĕнтĕ хăвăн ÿтÿпеле пĕрле кил те пурне те Пултаракан Турра çылăхусене каласа кăтарт, малашне ĕнтĕ ĕлĕкхи пек ухмахланса пурăнасран чарăн: Турă умĕнче ÿкĕнсе йĕр.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ, чи малтан пултарнă Адам пек, çылăха кĕрсе пурăнтăм та пĕлтĕм: çылăхăмсем пирки эпĕ Турăран та, Ĕмĕрлĕх Патшалăхран та, ырăлăхран та татăлса юлтăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, хуйхă-çке мана, мĕншĕн эсĕ малтанхи арăм пек, Ева пек, пултăн-ши?

Эсĕ йывăç çине ырăшăн пăхмарăн, хăвна ху йывăр суран турăн; йывăçа сĕртĕнтĕн те, харсăрланса, унăн ултавлă çимĕçне çирĕн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ман ăшăмра ÿтлĕ Ева вырăнне ÿтсĕр Ева пулчĕ, вăл - манăн ÿтĕмри аскăн шухăш; вăл мана ыррăн курăнса илĕртет те, анчах, астивсе пăхсан, хăй яланах йÿçĕ хăварать.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Адама райран тивĕçлипе хăваласа кăларнă: вăл Санăн пĕртен-пĕр сăмахна анчах тытса тăрайман. Ĕнтĕ манăн мĕн чухлĕ асап курмалла пулĕ?

Эпĕ Санăн чĕрĕлĕх паракан сăмахусене ялан ним вырăнне хумасăр пурăнтăм.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Каин хăй шăллĕне вĕлерсе çылăха кĕнинчен те ытла эпĕ çылăха кĕтĕм: эпĕ хам ÿтĕме хаваслантарса, усал тунă чух чунпа вăрçса ирĕккĕнех чунăма вĕлерекен çын пултăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Иисус, Авель пек эпĕ сăваплă пулаймарăм; эпĕ Сана юрăхлă парне те кÿреймерĕм, ырă ĕç те тăваймарăм, таса парне те параймарăм, айăпсăр пурăнăçпа та пурăнаймарăм.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, эпир пурне те пултаракан Турра, Каин пек, усал парне патăмăр, вăл парне - йĕркесĕр ĕçсемпе юрăхсăр пурăнăç; çавăнпа та ĕнтĕ айăплă пултăмăр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй пурне те Тăвакан! Эсĕ çĕр тăприне, чунлă туса, мана ÿтлĕ, шăмăллă турăн, сывлакан чунлă тунăн; эй мана Пултаракан, мана Çăлакан, мана Суд Тăвакан! мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл ту.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ хам тунă çылăхсене - чунăмпала ÿтĕмĕн суранĕсене Сана уçса кăтартатăп, мана çавсене ăшăмри вĕлерекен шухăшăмсем турĕç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпе çылăха кĕтĕм пулсан та, Эсĕ этеме юратнине пĕлетĕп: Эсĕ асаплантарасса хĕрхенсе асаплантаратăн, ăшă кăмăлупа каçаратăн, макăракана куратăн, аскăн çын патне ашшĕ пек пыратăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, мана - Хăвăн алăку умĕнче вăхăтлăха та пулин çĕре ÿксе пуççапакан çыннуна - тамăка антарса ан ярах.

Ху этеме юратнă тăрăх, вилес чух та пулсан манăн çылăхсене каçар.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпе хам пурлăхăма аснипе пĕтертĕм те халĕ ĕнтĕ, сăваплă ĕçсем тумасăр пушă хир пек пулнăскер, выçăхнипе Сана чĕнсе калатăп: эй ырă кăмăллă Аттемĕр! Часрах килсе хĕрхенсем мана, тетĕп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ шухăш пирки вăрă-хурахсен аллине лекнĕ çын; вĕсенчен эпĕ суранланса çĕмĕрĕлсе пĕтрĕм; эй Çăлакан Христос, Эсĕ Ху килсе çăл мана.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Священник мана асăрхарĕ те иртсе кайрĕ, левит та манран, çап-çарамас хăрушă выртнине курсан, йĕрĕнчĕ.

Эй Иисус, Эсĕ Марияран çутăлса Тухнăскер, Ху килсе хĕрхен мана!


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Турă Путекки, пуринĕн çылăхне те илекен! Çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен ил, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçе кăмăлпа йĕме пар мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Иисус, сана ÿксе пуççапатăп; эпĕ Сан умăнта çылăха кĕтĕм; мана хĕрхенсем, çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçе кăмăлпа йĕме пар мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй пит хăватлă Турă, манпала судлă ан пул, ман ĕçĕмсене суда ан кур, ман сăмахăмсене ан тĕрĕсле, кăмăлăм туртнисене те ан питле, Ху пит ырă кăмăллă тăрăх, эпĕ усал тунисене ним вырăнне хумасăр, çăл мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Халĕ ÿкĕнмелли вăхăт! Эй мана пултаракан Турă, эпĕ ĕнтĕ Сан патна пыратăп; пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ чунăмăн пурлăхне çылăха кĕрсе салатса пĕтертĕм те пĕр сăваплă ĕçсĕр тăрса юлтăм: ĕнтĕ выçăхса аптăранипе йăлăнса калатăп: эй Турă, эй ырăлăх Паракан, çăл мана!

Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эсĕ çылăхăн çулĕ çинчен тÿп-тÿрĕ тухнă та мĕнпур кăмăлупа юратса Христос патне пынă, çÿреме çук пушă хирте пурăнса, Туррăн ырă сăмахĕсене лайăх туса çитернĕ.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эсĕ Христосăн ырă законне пăхăннă та, кăмăл аскăнлăх енне чарма çук туртăннине пăрахса, Христос патне пынă, ырă кăмăлупа мĕнпур ырă ĕçсене пурне те пĕрне хăвармасăр тунă.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй мухтавлă Андрей, сана кĕлтăватпăр: хăвăн кĕллÿпе пире, аскăн ирсĕрлĕхĕнчен хăтарса, Христос Патшалăхне халь пая кĕмелле ту: эпир сана ĕненÿпе юратса та мухтаса юрлатпăр.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Эй пĕртен-пĕр Турă тесе пуççапакан ĕмĕрсемчченех пур Виç-ипостаçлĕ Турă, пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем, Ху ырă кăмăллă тăрăх, çемçелнĕ кăмăлпа йĕме парсам мана.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Эй Турă Амăшĕ, Хăвна мухтаса юрлакансене ĕмĕт паракан, вĕсене пулăшакан! Пусса тăракан çылăхăн йывăр çĕклемне ман çинчен илсем.

Эсĕ - пире пăхса усракан Турă Амăшĕ, мана, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл тусам!


2-мĕш юра

ИРМОС. Эй пĕлĕт, тăнласа тăр, эпĕ Христос çинчен калаçа пуçлатăп, Ăна мухтаса юрлама тытăнатăп: Вăл Хĕртен ÿтленсе килнĕ (2 хут).


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй, пĕлĕт, тăнласа тăр! Эпĕ калаçа пуçлатăп; эй çĕр, ĕнтĕ ÿкĕнсе Турра мухтаса юрлакан сассăма итлесе тăр!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан Туррăм, ман çине ăшă куçупа пăхсам, эпĕ çылăхăмсене чунтан-вартан каласа панине хапăл илсем.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ çылăха кĕтĕм, Сан умăнта пĕр эпĕ анчах пур çынсенчен ытла çылăха кĕтĕм! Эй Çăлакан, Эсĕ - Турă, ĕнтĕ Ху пултарнăскере хĕрхенсем!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Хамăн аскăнлăх ирсĕрĕпе киревсĕрленсе, тутла юратни хыççăн кайса, эпĕ хамăн ырă ăсăма пăсрăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй ырă Турă, мана усал çил-тăвăл çавăрса илчĕ, Петра ярса тытнă пек, ман еннелле аллуна тăс.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ хам ÿтĕм тумтирне ирсĕре кăлартăм, Сан тĕслине, Сан евĕрлĕхĕме вараларăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Аскăнлăхпа киленсе пурăнса, эпĕ чунăм илемне ятăм, ăсăма пĕтĕмпех тăпра пек турăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Турă тĕртсе панă малтанхи тумтирĕме эпĕ чĕрсе пĕтертĕм, ĕнтĕ çавăнпа халĕ çарамасах выртатăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Халĕ эпĕ çĕтĕк-çатăк тумтир тăхăнса ятăм, ăна ман валли çĕленĕн чеелĕхĕпе тĕртсе хатĕрленĕ, çавăнпа та ĕнтĕ вăтанатăп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй хĕрхенекен кăмăллă Турă, аскăн арăм пек, эпĕ те куççулĕ тăкатăп; эй Çăлакан, ĕнтĕ Хăвăн ырă кăмăлупа хĕрхенсем мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ илемлĕ йывăç çине пăхрăм та ăсăм пирки улталантăм; ĕнтĕ халĕ çарамас хальлĕнех вăтанса выртатăп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Аскăнлăх пуçлăхĕсем пурте ман çурăм çинче сухаларĕç, хăйсен йĕркесĕрлĕхĕсене ман тăрăх тăса-тăса тухрĕç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Çылăх ман çинчен Турă тĕртсе панă малтанхи тумтире хывса илчĕ те мана тир тумтир çĕлесе пачĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ, смоква йывăçĕн çулçисемпе витĕннĕ пек, намăс тумтирĕсене тăхăнса ятăм, вăл манăн иртĕнсе кайнă усал шухăшсене палăртса тăрать.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ асса, аскăнланса пурăннă пурăнăçран тухса тăракан ирсĕрлĕхпе тĕп-тĕрлĕ юнланса пĕтнĕ тумтире тăхăнса ятăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ усал шухăшсем аптратнипе ÿт çĕрме тытăннă асапа куратăп, çавăнпа та ĕнтĕ мана халĕ тăшман пусмăрласа тăрать.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Çăлакан, эпĕ çĕр çинчи япаласене, пурлăхсене пухма юратнă пурăнăçа мĕскĕн пурăнăçран мала хунă пирки халĕ ĕнтĕ пит йывăр çĕклем айне пултăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ ÿтĕм кĕлеткине усал шухăшсенĕн тĕрлĕ-тĕрлĕ тумтирĕсене тăхăнтарса хитрелентертĕм те - ĕнтĕ çавăнпа айăпа юлатăп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ăшăмри Турă тунă илемлĕ скиния çине пăхмасăр, эпĕ тултан курăнакан илемшĕн çеç пикенсех тăрăшрăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ малтанах пултарнă Сан илемне аскăнлăхпа хупларăм; ĕнтĕ, ĕлĕк драхмăна шыраса тупнă пек, Эсĕ Ху шыраса туп ăна.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Çылăха кĕтĕм! Аскăн арăм пек, Сана чĕнсе калатăп: эй Çăлакан, Сан умăнта пĕр эпĕ анчах çылăха кĕтĕм, ман куççулĕме, миро çуне хапăл туса илнĕ пек, хапăл ил.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, мытарь пек, Сана йăлăнатăп: хĕрхенсем мана, Адам ачисенчен никам кĕмен çылăха эпĕ Сан умăнта кĕтĕм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Давид пек, эпĕ чарусăрланса ÿкрĕм, вараланса пĕтрĕм; эй Çăлакан, мана та куççулĕпе çуса тасатсам.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Манăн ни куççулĕ çук, ни ÿкĕнесси çук, ни кăмăл çемçелесси çук; эй Çăлакан, Ху Турă пулнă тăрăх, çавна Эсĕ Ху пар мана.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ малтанхи илеме, хамăн ырă сăнăма пĕтертĕм те, халĕ ĕнтĕ вăтанса çарамассăнах выртатăп.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Туррăм, Туррăм! Ун чухне алăкна ман умра ан хупах, маншăн, Хăвăн умăнта ÿкĕнекенскершĕн, ăна уçса хур.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, чунăм ахлатнине итле; ман куçăмри куççуле хапăл ил те çăл мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй этеме савакан Турă, Эсĕ пурне те çăласшăн тăрăшаканскер, Ху ырă тăрăх, мана Ху патна чĕнсе ил, мана, ÿкĕнекенскере, хапăл ту.
Туррăн Таса Амăшĕ, çăл пире.
Эй Турра çуратнă Таса Хĕр, пĕр Сана анчах пурте мухтаса юрлаççĕ, ĕнтĕ пире çăлма чунтан тархасла.


ИРМОС. Курăр ĕнтĕ, курăр: Эпĕ - Турă, авал манна çутарнăскер, пушă хирте Эпĕ Хам халăхăм валли, сылтăм аллăмпа, Хам вăй-хăватăмпа чултан шыв кăларса патăм (2 хут).


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Курăр ĕнтĕ, курăр: Эпĕ - Турă! Эй чунăм, ĕнтĕ çапла калакан Турра итлесе тăр, ĕлĕкхи çылăхна пăрах, Унран, тĕрĕс Тÿререн, Турăран, хăраса тăр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй пит нумай çылăхлă чунăм!

ÿтĕме чулпа пенĕ пек, усал ĕçсемпе амантса, усал шухăшсемпе ăса пĕтерсе, эсĕ çав авалхи Каин пек, çав Ламех пек пулмарăн-и ĕнтĕ?


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, закон париччен пурăннă çынсене пурне те куçупа пăхса тухрăн та, ĕнтĕ эсĕ Сиф пек те мар, Енос пек те мар, куçса кайнă Енох пек те мар, Ной пек те мар; çав сăваплă çынсен пурăнăçне пăхсан, эсĕ пит мĕскĕннĕн курăнатăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ ху пĕчченех хăвăн Туррун хаярлăхне кăлартăн, çĕре шыв тулнă пек, хăвăн ÿтне те, ĕçне те, пурăнăçна та путартăн, ху эсĕ çăлакан киммĕн тулашне тăрса юлтăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ламех йĕре-йĕре каланă: эпе арçынна вĕлертĕм, хама суранлатрăм, çамрăка вĕлертĕм, хама юхан-суранлă турăм, тенĕ; эсĕ, чунăм, ÿтне вараласа пĕтерсен те, ăсна пăсса пăрахсан та хăраса чĕтĕреместĕн!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, пурне те пултаракан Турă санăн шухăшусене арпаштарса ямасан, эсĕ ăсласа тунисене çĕр çине илсе пăрахмасан, эсĕ хăвăн аскăнлăхупа башня хăпартма та, пит çÿлĕ хÿме тума та ăс тупăттăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ах, епле эпĕ авал çынна вĕлерекен Ламех пек пултăм та, аскăн хыççăн кайса, ара çитнĕ çынна вĕлернĕ пек чунăма вĕлертĕм, çамрăк çынна вĕлернĕ пек, ăсăма вĕлертĕм, Каин шăллĕне вĕлернĕ пек, эпе ÿтĕме те пĕтертĕм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Авал Турă, Турă патĕнчен çумăр пек вут çутарса, асса кайнă Содом çыннисен ирсĕрлĕхне çунтарса янă; эй чунăм, эсĕ тамăкри вутта хĕртсе ятăн та унта ху çунса тăмалла пултăн.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Суранланса, аманса пĕтрĕм; ирĕке тухса асса кайнă шухăшсем мана çĕртсе тăни çинчен, акă ĕнтĕ, манăн чунăмпала ÿтĕм витĕр тухнă çĕмренсем, сурансемпе аманнă вырăнсем хытă каласа тăраççĕ.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Мария, эсĕ усал шăтăка путса анса кайнă чух аллусене хĕрхенекен кăмăллă Турă патнелле тăснă та, Вăл вара, пурне те çăласшăн тăрăшаканскер, этеме юратнă тăрăх, Петра ярса тытнă пек, Сана та ырă аллисемпе ярса тытнă.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Мария, аскăнчăклăх тĕттĕмĕнчен хăтăлма, эсĕ пит лайăх тăрăшнисене чунтан мухтама пирĕншĕн тăрăшакан Çÿлти Турăран тивлет илсе пар мана.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй чунăм, куратпăр ĕнтĕ, Патша Турă этеме юратнине куратпăр: çавăнпа Ăна, хамăр виличчен куççулĕпе йĕрсе, пуççапса калар: эй Çăлакан, Андрей кĕлтунипе çырлах пире, теер.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Эй никам пултарман, ĕмĕртен малтанхи, уйăрăлми пĕртен-пĕр Виç-ипостаçлĕ Турă!

Мана халĕ, çылăхран ÿкĕнекенскере, хапăл ил, çылăха кĕнĕскере, çăл, эпĕ - Санран пулнăскер; манран ан йĕрĕнсем, вутпа асаплантарасран хĕрхенсе çăл!

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Туррăн пурне те тытса тăракан чăн Таса Амăшĕ, Ху патна пыракансенĕн ĕмĕчĕ, тăвăл тивнĕ çынсенĕн кĕмелли вырăнĕ!

Ху кĕлтунипе пурне те Пултаракан Ывăлун кăмăлне ман енне çавăр.


3-мĕш юрă

ИРМОС Эй Турă, манăн тапраннă чĕреме Хăвăн сăмахусенĕн тĕрекĕпе тĕреклĕлентер, пĕр Эсĕ анчах Святой Турă (2 хут).


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Авал Турă патĕнчен вут аннипе Турă Содом çĕрне çунтарса янă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, сăваплă Лот пек, ту çине тарса çăлăн, васкасах Сигора кайса хăтăл.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, хыпса каясран тар, Содомри вутран тар, Туррăн вучĕ çунтарса ярасран тар.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан Христос, эпĕ çылăха кĕтĕм, Сан умăнта пĕр эпĕ анчах пуринчен ытла çылăха кĕтĕм: ан йĕрĕнсем манран.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эсĕ - ырă Кĕтÿçĕ, мана, путек пек пулнăскере, шыраса тупсам; манран, аташса кайнăскертен, ан йĕрĕнсем.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Иисус, Эсĕ - ырă, Эсĕ - мана Пултаракан; эй Çăлакан, Санпала эпе тÿрре тухăп.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Сана ĕнтĕ калатăп: эпĕ çылăха кĕтĕм, Сан умăнта çылăха кĕтĕм! Ху ырă кăмăллă тăрăх, çăмăллăх парса, каçар мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Чĕрĕлĕх çăлкуçĕ вăл Санра, вилĕме Пĕтерекенре; ĕнтĕ вилĕм çитиччен пĕтĕм чĕререн калатăп: çылăха кĕтĕм эпĕ, хĕрхенсем, каçарсам мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Турă, çылăха кĕтĕм эпĕ, Сан умăнта çылăха кĕтĕм, ĕнтĕ хĕрхенсем мана: çынсем хушшинче эпĕ, çылăха кĕрсе, çылăхăмсемпе пуринчен те ирттертĕм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ Ной вăхăтĕнчи чарусăр çынсем пек пултăм, вĕсем пек, шыв айне пулмаллах айăпа тухрăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ ашшĕне пĕтерекен Хам пек пултăн: çывăх çынну намăсланнă чух, хыçалалла пăхса пырса, ăна витмерĕн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, çылăх хыптарса çунтариччен тар. Лот пек, Содомпа Гоморрăран тар, ăссăрланса каякан кăмăлăн вутĕнчен пăрăнса çÿре.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Турă, пурне те ĕçне кура тавăрса памашкăн, Хăвăн Ангелусемпе пĕрле килсессĕн, хĕрхенсем мана, Сана тархаслатăп, хĕрхенсем мана!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, эсĕ Сим илнĕ пиллĕхе илеймерĕн, Иафет пек аслă ирĕк çĕре кĕреймерĕн.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, çылăхлă Харран çĕрĕнчен куçса тух, ĕмĕр чĕрĕлĕх кăларса тăракан çĕре пикенсе кай: ăна Авраам хăйне тивĕçлĕхе илнĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ Авраам çинчен илтнĕ, вăл хăй çуралнă çĕршывне хăварса куçса çÿрекен çын пулнă: çавăн пек тимлĕ пул.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Авраам ватлăхра Мамрий юманĕ айĕнче, Ангелсене хăна туса, пехилленĕ ырăлăха илнĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, Исаак çинчен пĕлетĕн; ăна, пĕтĕмĕшпе çунтарса паракан пĕлме çук çĕнĕ парне пек, Турă умне илсе пынă, - ĕнтĕ çавăн пек тимлĕ пул.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, чура пулнă арăмран çуралнă пирки хăваласа кăларнă Измаил çинчен эсĕ илтнĕ. Ĕнтĕ сыхă тăр, аскăнлăха парăннăшăн çавăн пек асапа курмалла ан пул.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй, аннем, çылăхсенĕн тăвăлĕ, çылăхсенĕн хумĕсем мана ярса илчĕç, ĕнтĕ эсĕ ху çăл мана, ÿкĕнмелли ырă хÿтлĕхе илсе кĕр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ чарусăрланса чура пек пултăн та çĕнĕ Измаила çуратса, авалхи Египет арăмĕ евĕр, - Агарь пек пултăн; çĕнĕ Измаил вăл хăрама пĕлмен кăмăл пулать.



Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ Иаковăн çĕртен Пĕлĕте çитекен пусми çинчен пĕлеттĕнччĕ; мĕншĕн тата эсĕ, çав пĕр шикленмесĕр хăпармалли пусма пек, сăваплă пурăнăçлă пулмарăн-ши?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Турă священникĕ пек, çав пĕртен-пĕр Мелхиседек патша пек пул, вăл çынсем хушшинче тĕнчере Христос пурăнассине кăтартса тăнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, пурăнан ĕмĕр уявĕ иртсе кайиччен, Турă илемлĕ çурт алăкне хупса хуриччен эсĕ ÿкĕнсе, уласа йĕр.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, каялла çаврăнса пăхса тăвар юпа пек ан пул; Содом çыннисене тивнĕ синкер сана та хăратса тăтăр: Çÿлти Сигора тарса хăтăл.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эу Патша Турă, Хăвна мухтаса юрлакансенĕн кĕллине ахаль ан хăвар; эй этеме савакан Турă, Хăвна ĕненсе тархаслакансене хĕрхенсе каçарсам.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй аннем, çылăхсенĕн тăвăлĕ, çылăхсенĕн хумĕсем мана ярса илчĕç, ĕнтĕ эсĕ ху çăл мана, ÿкĕнмелли ырă хÿтлĕхе илсе кĕр.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй таса пурăнăçлăскер! Эсĕ кĕлтунипе кăмăлĕ çавăрăннă Турă Амăшне халĕ те чунтан тархасла, - маншăн та Турă алăкĕсене уçса хур.

Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Крит утравĕнче священниксен пуçлăхĕ пулнă Андрей, пирĕншĕн кĕлтуса пирĕн çылăхсене каçарттарсам: эсĕ çылăхран ÿкĕнме питĕ лайăх вĕрентекен.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Турă! пире ултавран, асапран, синкертен хăтарса тăр.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.


Эй Турра вырнаçтарнă вар, савăн! Эй Туррăн аслă вырăнĕ, Унăн престолĕ, савăн! Эй Чĕрĕлĕхĕмĕрĕн Амăшĕ, савăн!


4-мĕш юрă

ИРМОС. Эй Турă, пророк Эсĕ килесси çинчен илтнĕ те Эсĕ Хĕртен çуралса çынсене курăнасшăн пулнинчен хăранă; вăл каланă: Сан çинчен хыпар илтрĕм те хăрарăм, тенĕ; эй Турă, Санăн хăвату мухтавлă пултăр (2 хут).


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй тĕрĕс суд тăвакан Турă, Ху тунисенчен ан йĕрĕн, Ху пултарнине ан пăрах; эй этеме Савакан, эпĕ этем пулнă пирки пĕр-пĕчченех пур çынтан ытла çылăха кĕрсе пĕтрĕм, анчах Эсĕ Турă пулнă тăрăх, çылăхсене каçарма пултаратăн.



Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм! пĕтес вăхăт килет, пĕтес вăхăт килет, эсĕ çапах та пикенсе хатĕрленместĕн; вăхăт кĕскелсе çитет, - тăр ĕнтĕ! Тÿре инçе мар, алăк патĕнчех: пурăнан кун-çулсем тĕлĕкри пек, чечек тăкăннă пек ирте-ирте каяççĕ; ĕнтĕ эпир мĕншĕн вырăнсăр ĕç-хĕлпе чăрманатпăр-ши?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, вăрансам ĕнтĕ! Ху тунă ĕçÿсем çинчен шутласа пăх, вĕсене Хăвăн куçу умĕнче тытса тăр; шăпăр-шăпăр куççульне юхтар; Христоса хăвăн ĕçÿсем çинчен, хăвăн шухăшусем çинчен пĕр хăрамасăр каласа кăтарт та яваплă пул.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ пурăнăçра ăспа-шухăшпа, сăмахпа туман çылăх, туман ĕç пĕрре те çук; эпĕ никам пек те мар, кăмăлпа, шухăшпа, ĕçпе пуринчен те ытла çылăха кĕрсе пĕтнĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Çавăнпа та эпĕ, мĕскĕнскер, хамăн чун сисĕмĕ тăрăхах айăпа юлатăп, суда кĕретĕп: чун сисĕмĕнчен хытăрах айăплаканни судра нимĕн те çук.

Эй Турă, эй мана Хăтаракан, мана Çăлакан! ĕнтĕ мана, Ху чуруна, хĕрхенсем, хута кĕрсе çăлсам.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, авал патриархсем хушшинчи аслă патриарх курнă пусма ĕçсемпеле çÿле епле çĕкленмеллине, ăспала епле асла тухмаллине кăтартса тăрать; çавăнпа ĕнтĕ эсĕ ĕçлесе, ăслă пулса, витĕр курса пурăнас тетĕн пулсан, çĕнелсе пыр.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Патриарх кĕтÿсем кĕтсе, вĕсене пăхса, икĕ арăм илесшĕн ирĕксĕрех ĕçле-ĕçле, кăнтăрлахи шăрăха та, çĕрлехи сивве те чăтса пурăннă, çапла вăхăта кĕскетсе пурăннă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, икĕ арăм çинчен калани урлă, пĕлсем, ĕçлесе ăса кĕрсе пынине сисме пулать. Лиян ачи нумай пулни вăл пит нумай ĕçленине пĕлтерет.

Рахиль вара ĕçлесе ăса кĕнине пĕлтерет: ăна чылай ĕçлесе качча илнĕ. Пĕтĕм кăмăлтан тăрăшмасан, чунпа ĕç-пуç та, сисĕм-туйăм та лайăхланса пыраймасть.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, сыхă тăр, чаплă патриарх пек, ырă пулма тăрăш, вара ăспала ĕçлемелле пул; Турра курса тăракан ăсна нумайлантар, çывхарма çук сĕм-тĕттĕм ăшне шухăшупа кĕрсе кур, çапла чаплă хуçа пек пул.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, патриархсем хушшинчи аслă патриарх, вуникĕ патриарх тунă та, ачисене ăспала пусма картлашкисем пек йĕркерен лартса тухнă, тата хăй вĕсем тăрăх хăпарнă пек яра-яра пуснă; çапла вăл, ĕçчен пулса, Çÿле улăхмалли курăнми пусмана сан валли тĕреклĕлетсе хунă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, юратман Исав пек пулса, хăвăн малтанхи илемлĕ ырăлăхна эсĕ хăвна улталаканах патăн, аçу пехилне çухатрăн; ик енчен те телейсĕрскер, эсĕ ĕçÿпе те, ăсупа та улталанса парăнтăн, çавăнпа ĕнтĕ халĕ ÿкĕн.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Исава, хĕрарăма ытла та ытарайманшăн, Едом тенĕ; вăл чарусăрланса яланах вут пек хĕмленнĕшĕн, аскăнлăха юратнипе хăйне хăй ирсĕрленнĕшĕн ăна Едом ятлă хунă; Едом тени «çылăх тăвасшăн çунса тăракан чун» тени пулать.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, кĕл купи çинче ларнă Иов çинчен илтсен те эсĕ ун пек çирĕп пулма тăрăшаймарăн, ху мĕн пĕлнинче, ху мĕн курнинче, ху мĕн курса чухланинче те тĕреклĕ, çирĕп пулаймарăн: чăтăмсăра тухрăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ĕлĕк чаплă вырăн çинче ларнăскер, халĕ юхан-суранлă пулса, кĕл купи çинче çап-çарамассăн ларать; нумай ачапăчаллăскер, чаплăскер сасартăк ача-пăчасăр, кил-çуртсăр тăрса юлнă; вăл кĕл купине паха çурт вырăнне хунă, ылтăн вырăнне кĕсен-çăпан пулнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Ÿтĕм ирсĕрленнĕ, чунăм тĕксĕмленнĕ, хам пĕтĕмпех юхан-суранлă; эй Христос, ĕнтĕ эпĕ ÿкĕннĕшĕн ăна та, кăна та эмелçĕ пек пулса Ху тÿрлет; эй Çăлакан, çуса тасатса юртан та шурă ту мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Сăмах Турă, Эсĕ пăталаннăскер, - пуриншĕн те Хăвăн Ÿтÿпе Юнна панă; эй Христос, Ÿтнĕ Эсĕ мана çĕнетме панă, Юнна мана çуса тасатма панă, Сывлăша мана Хăвăн Аçу патне илсе пырасшăн панă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй ырă кăмăллă Турă, Эсĕ пире çăлăнтарасшăн çăлăнăç ĕçне çĕр çинче тунă; Эсĕ Ху ирĕкÿпе хĕрес çине пăталаннă: вара питĕрĕнсе тăракан рай уçăлнă; Сана ĕнтĕ Çÿлтисем те, аялтисем те, Сан тăрăх çăлăннă халăхсем те - пурте пуççапса тăраççĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Сăмах Турă, Сан аяккунтан юхнă Юну маншăн тасалмалли те, çылăхсене каçаракан шыв пек ĕçмелли те пултăр. Санăн чĕрĕ тăвакан сăмахусемпе тасалса, хăватланса, - эпĕ, сĕрмеллипе тата ĕçмеллипе тасалнă пек, пур ирсĕртен те тасалам.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй пире Çăлакан! Санăн чĕрĕ тăвакан аяк шăммине ĕненекенсем чашăк вырăнне илнĕ, унтан икĕ тĕрлĕ шыв юхса тухнă: вăл çылăхсене каçаракан шывпа ăса кĕртекен шыв; вĕсем икĕ тĕрлĕ йĕркене, авалхипе çĕннине, пĕлтереççĕ. Пĕри - авалхи сăмах, тепри - çĕнĕ сăмах вырăнне.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ туй пулнă ырă çурт тулашне юлтăм, туйĕнчен те, апатĕнчен те татăлса юлтăм; çу юлманран çуттăм сÿнсе ларчĕ; туй пÿлĕмне эпĕ çывăрнă чух хупса хунă, апатне çинĕ; мана алран-ураран çыхса кăларса пăрахрĕç.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Манăн пурăнăçăм кĕске, вăл чирпеле, усалпала тулса çитнĕ; эй Çăлакан, çапах та ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, чăнлăха пĕлме ăса кĕртсем; эпĕ тăшман япали, тăшман çимĕçĕ ан пулам, - Хăвах хĕрхенсем мана!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Патша тивĕçне илнĕскер, пуç илемĕпе паха тумтирне тăхăннăскер, çĕрме пуянскер, темĕн чухлĕ пурлăх пурскер, тÿрĕ çын пулнăскер - сасартăк мулсăр, чапсăр, патшалăхсăр тăрса юлса, мĕскĕне тухнă та хуйхăрса çÿçне кастарнă.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм! Вăл сăваплă, пуринчен те айăпсăр пулнă пулин те, чее тăшман тытнинчен, унăн танатинчен хăтăлайман; апла эсĕ, çылăха кĕме юратнăскер, кĕтмен çĕртен ху çине пĕр-пĕр синкер килес пулсан, мĕн тăва пĕлĕн?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ халĕ вырăнсăрах, ахалех ытлашши çĕкленсе калаçатăп, чĕреме хытаратăп. Эй пĕртен-пĕр хĕрхенекен, тĕрĕс суд тăвакан Турă, мана фарисей пек суд туса ан пăрах, мытарь пек йăваш кăмăллă пулма пар, унпа пĕр хисепе кĕрт.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем
Эй хĕрхенекен кăмăллă Турă, эпĕ пĕлетĕп-çке: эпĕ, хамăн паха савăт пек ÿтĕме ирсĕре кăларса, çылăха кĕтĕм, - ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, чăнлăха пĕлме ăса кĕртсем, манăн тăшман япали, тăшман çимĕçĕ пулас марччĕ; эй Çăлакан, Эсĕ Ху хĕрхенсем мана!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй хĕрхенекен кăмăллă Турă! Эпĕ асса хам чунăма сиен тунипе, хамшăн хам киремет пек пултăм; çапах та ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, чăнлăха пĕлме ăса кĕртсем, манăн тăшман япали, тăшман çимĕçĕ пулас марччĕ; эй Çăлакан, Эсĕ Ху хĕрхенсем мана!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Закон Паракан Турă! Эпĕ Санăн сăмахна итлемерĕм, Санăн Çырăвна та ним вырăнне те хумарăм; çапах та ĕнтĕ мана çылăхран ÿкĕннĕ чух хапăл туса илсем, Хăвăн чăнлăхна пĕлме ăса кĕртсем, манăн тăшман япали, тăшман çимĕçĕ пулас марччĕ; эй Çăлакан, Эсĕ Ху хĕрхенсем мана!
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй таса пурăнăçлă Мария, эсĕ Иордан шывĕ урлă каçса кайсан, ÿт аскăнлăхĕнчен хăтăлса, пăтăрмахсăр канăçлăх тупнă, - вăл ÿт аскăнлăхĕнчен пире те Хăвăн кĕллÿпе хăтар.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй Мария, эсĕ усал шăтăка путса анса кайнă чух, аллусене хĕрхенекен кăмăллă Турă патнелле тăснă та, Вăл вара, пурне те çăласшăн тăрăшаканскер, этеме юратнă тăрăх, Петра ярса тытнă пек, Сана та ырă аллисемпе ярса тытнă.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй пит телейлĕ Андрей, эсĕ пирĕн аттемĕрсенĕн мухтавĕ; Виç-ипостаçлĕ Таса Турă умĕнче пире асапран хăтармашкăн хăвăн кĕллÿпе пирĕншĕн хута кĕрсе тăма ан чарăнсам. Эй Крит илемĕ, эпир сана пĕтĕм кăмăлтан юратса: «Турă умĕнче пирĕншĕн хута кĕрсем», тесе йăлăнатпăр.
Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.
Эй Виç-ипостаçлĕ пĕр Святой Турă! Эсĕ, Турăлăхупа уйăрăлмасăр тăрса, ипостаçÿсемпе хутăшмасăр тăратăн; пĕрле патшара ларакан, пĕрле престол çинче ларакан Турă, Санран эпĕ Турра пĕлекен пулатăп; Сана Çÿлте виçшер хут асăнса юрлакан чаплă юрра мухтаса юрлатăп.

Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.

Эй Турра çуратнă Хĕр, Эсĕ Ача çуратсан та хĕр хальлĕн юлнă, малтан та, кайран та Эсĕ этемлĕхÿпе Таса Хĕр хальлĕн тăратăн; Санран çурални Вăл тĕнче йĕркисене çĕнетет, çавăнпа Таса Хĕр варĕ те Ача çуратмалла пулнă. Турă тăвас тесен, тĕнче йĕрки те улăшăнать: Вăл тăвас тенинех туса пырать.



5-мĕш юрă

ИРМОС. Эй этеме савакан Турă! Сана тархаслатăп: çĕрлеренпе тăрса кĕлтăвакан çыннуна çутăлтар; эй Çăлакан, Ху хушнисене тума кăтартса пыр, Хăвăн ирĕкне тума вĕрент мана (2 хут).


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ хам пурăнăçăма пĕрмаях çĕрлехи тĕттĕмре пурăнса ирттертĕм; çылăхăн çĕрĕ маншăн пăч тĕттĕмччĕ, хура тĕтреччĕ; эй Çăлакан, ĕнтĕ çутă кунăн ачи ту мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эпĕ, мĕскĕнскер, Рувим пек пулса, Çÿлти Турă умĕнче йĕркесĕр усал ĕç турăм: вăл ашшĕ вырăнне ирсĕре кăларнă пек, эпĕ хам вырăна ирсĕр турăм.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй, Христос, эй Патша! Сана каласа паратăп: эпĕ çылăха кĕтĕм, авал тăванĕсем Иосифа, ырăлăхпа тасалăхран пулнăскере, сутса янă пек, çылăха кĕтĕм.


Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Таса чуна тăванĕсемех çыхса пăрахнă, ытарма çукскере чура пулма сутса янă; ку ĕç Христос Турă çинчен пĕлтернĕ; эй чунăм, эсĕ те хăвна ху çав усал ĕçÿсем пирки сутса ятăн!
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн, юрăхсăр чунăм! Эсĕ сăваплă таса Иосиф пек ăслă пул: пĕрмай йĕркесĕр хăтланса, ăссăрланса, асса хăвна ху ан ирсĕрлет.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Патша Турă! авал Иосиф шăтăкра пулнă, вăл Эсĕ çĕре кĕрсе чĕрĕлсе тăрассине пĕлтернĕ: эпĕ хăçан та пулсан çавăн пеккине тума пултарăп-ши вара?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, авал Моисей сăпка пекскерĕн ăшĕнче шыв хумĕсем çинче юхса çÿрени пирки тата Фараон шухăшласа хунă усал вилĕмрен хăтăлни çинчен эсĕ илтнĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, ĕлĕк тасалăхпа пулнă ывăл ачасене вĕлерекен эпи карчăксем çинчен эсĕ илтнĕ; ĕнтĕ халĕ эсĕ, чаплă Моисей сĕт ĕмнĕ пек, ăслăлăхпа тăранса пурăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй мĕскĕн чунăм, чаплă Моисей Египет çыннине çапнă пек, эсĕ те ăсна çапрăн та ăна вĕлереймерĕн, кала ĕнтĕ: аскăн шухăшсенĕн пушă хирне эсĕ ÿкĕнсе епле вырăнаçăн?
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Аслă Моисей пушă хире вырăнаçнă; эсĕ те, чунăм, кай та вăл пурăннă пек пурăнма тăрăш, вара хăва тĕмĕнче курăннă Турра курмалла пул.

Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, Моисейĕн тинĕсе çапса, шыва хытарса хунă туйи вырăнне эсĕ мухтавлă хĕрес паллине ту, унпала эсĕ те пысăк ĕçсем тума пултаратăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Аарон Турă умне пăтранман таса вут хурса тăнă; эй чунăм, Офнипе Финеес Турă умĕнче, сан пек, Турра юрăхсăр таса мар пурăнăçпа пурăннă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.

Эй Патша Турă, кăмăлăмпа эпĕ хаярланнă Фараон пек пултăм, ÿтĕмпе те чунăмпа Ианнийпе Иамврий пек пултăм, çитменнине тата ăсăм манăн çÿхалнă, ĕнтĕ пулăш мана.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Патша Турă, ăсăмпа эпĕ пылчăкпала лапăртанса пĕтрĕм, ĕнтĕ Сана тархаслатăп, хамăн шыв пек куççулĕпе çуса тасат, ÿтĕмĕн тумтирне юр пек шурă ту.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, эпĕ хамăн ĕçĕмсене тĕрĕслеме тытăнсан çылăха кĕрсе хам пур çынсенчен те иртсе кайнине куратăп: эпĕ пĕлмесĕр кĕмен мар, ăспала пĕлсех çылăха кĕнĕ.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Турă, Ху пултарнă çыннуна хĕрхенсем, хĕрхенсем! Эпĕ çылăха кĕтĕм, каçар мана; пĕр Эсĕ анчах Турăлăхупа таса тăратăн, Санран пуçне урăх никам та айăпсăр тăраймасть.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Çăлакан, Эсĕ, Турă пулин те, маншăн ман тĕслĕ пултăн, Эсĕ тĕрлĕ хăватсем тунă: юхан-суранлисене сыватнă, хăр суранлисене тÿрлетнĕ, тумтирÿ çумне сĕртĕннипех юн юхакан арăмăн юнне чарнă.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй чунăм, эсĕ хутланса хытса ларнă арăм пек пул: Иисус ури патне килсе пуççап, Вăл сана та тÿрлеттĕр, вара эсĕ те Турă çулĕпе каймалла пул.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Патша Турă, Эсĕ тарăн пусă пекех: ĕнтĕ Хăвăн чăн таса аяккунтан шыв кăларса пар, эпĕ те, Самария арăмĕ пек, пĕрре ĕçсен, манăн текех ăш хыпмалла ан пултăр; Эсĕ чĕрĕлĕх шывĕ кăларса тăратăн.
Эй Турă, хĕрхенсем мана, хĕрхенсем.
Эй Патша Турă! Юхакан куççулĕ манăн хамшăн Силоам шывĕпе пĕрлех пултăрччĕ, эпĕ те вара чунăм куçне çуса тасатам та Сана, ĕмĕртен малтанхи Çутта, ăшăмра курса тăмалла пулам.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй чăн телейлĕ Мария! Эсĕ чĕрĕлĕх паракан йывăç хĕресе тем пек пикенсе пуççапасшăн пулнă та, ху кăмăл тунине тума тивĕçлĕ пулнă; ĕнтĕ мана та Çÿлти мухтавлăха кĕме тивĕçлĕ ту.
Эй таса пурăнăçлă Мария аннемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй таса пурăнăçлă Мария, эсĕ Иордан шывĕ урлă каçса кайсан, ÿт аскăнлăхĕнчен хăтăлса, пăтăрмахсăр канăçлăх тупнă, - вăл ÿт асканлăхĕнчен пире те Хăвăн кĕллÿпе хăтар.
Эй таса пурăнăçлă Андрей аттемĕр, пирĕншĕн Турра тархасла.
Эй пит ăслă Андрей, эсĕ чи лайăх, чи тивĕçлĕ архиерей; сана пĕтĕм кăмăлтан хисеплесе тархаслатăп: хăвăн юрăхлă кĕллÿпе çăлса, мана ĕмĕрлĕх пурăнăçа кĕмелле тусам.

Мухтав Ашшĕне, Ывăлне, Святой Сывлăшне.


Эй Виç-ипостаçлĕ Турă! эпир Сана, пĕртен-пĕр Турра, мухтатпăр: эй Атте Турă, Ывăл Турă, Сывлăш Турă, Эсĕ Святой, Святой, Святой!

Эсĕ - Ху тĕллĕн тăраканскер, эпир яланах пуççапакан пĕр Турă.
Халĕ те, кирек хăçан та, ĕмĕр-ĕмĕрех. Аминь.
Эй сиен курман, арçынна пĕлмен Ама пулнă Таса Хĕр!

Ĕмĕрсене пултаракан Турă Сан ăшунта ман этемлĕхе Хăй çине илнĕ, ман этемлĕхе Хăйпе пĕрле пĕрлештернĕ.


6 мĕш юрă

продолжение Великого канона Андрея Критского (с переводом на чувашский язык)



Фотогалерея:

   
     
Сообщите об ошибке на сайте, укажите странцу сайта.
Отзыв
      Администратор сайта admin@hnir.ru